Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.5 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче пурӑнакан Хайрикемель Салихова 100 ҫул тултарнӑ.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫулсенче вӑл окоп чавнӑ, ҫулсем тӑвас ҫӗрте ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та колхозра ӗҫленӗ.

Хайрикемель Фасхетдиновна Фагим Сагдтдиновичпа ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗ.

Халӗ кинемей 8 мӑнукпа, 13 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13368
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускавра шеф-поварсен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари уҫӑ чемпионат иртнӗ. Кӑҫал вӑл «Крокус экспо» курав залӗнче иртнӗ.

Чӑваш Енри команда ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ. Вӑл – Патӑрьел районӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_424661
 

Политика
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ.

Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртӗ.

Унта Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 59 вокалпа хор коллективе хутшӑнӗ.

 

Республикӑра
Россельхознадзор тунӑ сӑн
Россельхознадзор тунӑ сӑн

Пушӑн 5-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем ҪҪХПИпе пӗрле А-151 автоҫулӑн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче машинӑна чарнӑ.

Вӑл Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртама кайма тухнӑ. Фургонра 6 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ - 4 ӗне те 2 пӑру. Вӗсен ветеринари сертификачӗсем пулман. Машинӑра пӗр вилнӗ ӗне пулнӑ.

Водитель каланӑ тӑрӑх, выльӑха Тутарстана туяннӑ, ҫул ҫинчи кӗтмен лару-тӑру сиксе тухнӑран пӗр ӗнине пусма тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Тури Туҫа ялӗнче ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вилмеллех.

Ҫак арҫын Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗн ҫынни пулни паллӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_422939
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче страуссем пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсене А.А.Петрухин усрама пуҫланӑ. Экзотика кайӑк-кӗшӗкне Самар облаҫӗнчен илсе килнӗ.

Хальӗхе фермер страуссене мӗн тӗллевпе усранине уҫӑмлатман – вӑрттӑнлӑхра. Паянхи кун хуҫалӑхра 3 страус пур. Ҫитес вӑхӑтра тепре илсе килмелле. Халӗ страуссем Патӑрьел районӗн ветеринари станцийӗнче, вӗсенсен анализсем илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/glava_admbatyr/5450
 

Вӗренӳ
vk.com/wall-160722739_2367 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/wall-160722739_2367 сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнче Геннадий Айхи сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Поэт ҫуралса ӳҫнӗ ялта, Ҫӗньялта, унӑн сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Поэт 2006 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. тепр ҫухине вара Айхи сӑввине вулакансен конкурсне пуҫарса янӑ.

Хальхи конкурса Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ та ачасем сӑвӑҫӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ хайлавӗсене те вуланӑ.

Марина Карягина тележурналист пӗлтерне тӑрӑх, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи мӗнпур шкултан килнӗ: пурӗ 57-ӗн. Кашниех суйласа илсе вӗреннӗ сӑвва витӗмлӗн, янӑравлӑн калама тӑрӑшнӑ.

 

Политика
"На связи" порталти сӑн
"На связи" порталти сӑн

Малашне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов пулӗ. Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ.

Ку таранччен ҫак тивӗҫе Элтепер хӑйех пурнӑҫласа пынӑ. Сергей Артамонов 2015 ҫултанпа ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2017 ҫултанпа вара – вице-премьер. Вӑл – Михаил Игнатьев командинчен юлнӑ пӗртен-пӗр министр халӗ.

Палӑртмалла: Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл.

7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.

Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19574
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ